Пенза облаҫӗнчи ҫул-йӗр ҫинчи инкек тата ун вӑхӑтӗнче пысӑк ҫухату тӳснине кура Вӑрмар районӗнче хурлӑх кунӗсем ирттерме йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, автоинкеке Вӑрмар тата Тӑвай районӗнчен ӗҫлеме тухса кайнӑ арҫынсем тӑван килӗсене таврӑннӑ чух лекнӗ.
Хурлӑх кунӗсем икӗ талӑка — паяна тата ырана — пырӗҫ. Ҫав кун вӑрмарсем Раҫҫей тата Чӑваш Енӗн патшалӑх ялавӗсене антарӗҫ, уяв тавраш йӗркелемӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак конкурса пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартсаччӗ.
Ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултарайманран хутшӑнакансене эпир икӗ ушкӑна пайларӑмӑр: пӗринче хӗҫпе ҫыхӑнтарса ӳкернисем пулчӗҫ, тепринче — ыттисем. Хаклав ӗҫне пилӗк ҫын хутшӑнчӗ: Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи); Владимир Карсаков («Салам» студин ертӳҫи); Надежда Иванова (Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ); Владислав Николаев («Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ); Николай Плотников (Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ). Хак панӑ чухне 5 баллӑ системӑпа усӑ курса. Вырӑнсене палӑртма пур хаклавҫӑсен те пӗтӗмлетӗвӗсене илсе вӑтам балл тупса, кайран вара историпе кӑшта пулин ҫыхӑннӑ ӗҫсене 1 балл хушса парса. Хаклав хучӗсемпе (кам епле хакланӑ) кунта пуллашма пулать.
Ытларикун Чӑваш Енри 10 ҫемьене пысӑк хуйхӑ илсе килни пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ. Синкер пирки эпир те хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Вӑрмар тата Тӑвай районӗнчен Сочине ӗҫлеме тухса кайнӑ арҫынсем ҫав кун ҫул ҫинче инкеке лекнӗ — вуннӑшӗ (ҫав шутра водитель те) вилнӗ, тӑххӑрӑшӗ йывӑр суранланнӑ.
Сӑмах май, халӗ ытти хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗх те уҫӑмланчӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, водителе шутласан салонта 20 ҫын пулнӑ. Унччен 19-ӑн тесе ҫырнӑччӗ. Раҫҫей шайӗнчи хӑш-пӗр МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр пассажирӗ кафере тӑрса юлнӑ, тӗрӗсрех, асӑрхаманнипе ӑна пӑрахса хӑварнӑ имӗш. Ку сӑмах чӑнлӑхпа тӳр килсен ун пирки кӗпепе ҫуралнӑ тесе хӑюллӑнах калӑн.
Ҫакна та палӑртмалла. Шучӗпе пӗчӗк автобусра 13 ҫын кӑна лармалла пулнӑ иккен. Пассажирсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе те ҫыхӑнман-мӗн. Инҫе ҫула ӗҫе ҫӳрекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрӑм ҫулта ҫыхӑнса килме те кансӗр. Апла-и, капла-и, анчах водитель ҫывӑрса кайман тӑк (инкекӗн официаллӑ версийӗ шӑпах ҫавӑн пек) хирӗҫ килекен ҫул ҫине вӑл тухса кайман пулӗччӗ. Кунсӑр пуҫне водитель ҫав кун ирпе Сочие пырса ҫитнӗ, каялла та ҫав кунах тухнӑ текен хыпар та ҫӳрет. Тепӗр тесен, икӗ водитель пулсанах руле ылмашса тытса килетчӗҫ-ха ӗнтӗ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, халӗ кун пирки калаҫнин те усси пулас ҫук. Малашне ҫавӑн пеккинчен асӑрханма ыттисем шута илсен кӑна ӗнтӗ...
Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев инкек тӳснисен ҫемйисене пулӑшма ӗнер шантарнӑччӗ. Паян вара республикӑра ятарлӑ йышӑну та тунӑ иккен. Сӑмах май, ЧР Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвне вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланӑ.
Паян ирхине Пенза облаҫӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта пӗчӗк автобус груз турттаракан машинӑпа ҫапӑннӑ, инкекре 10 ҫын вилнӗ, тӑххӑрӑшӗ суранланнӑ. Ҫавсем пурте чӑвашсем пулнӑ. Вӗсем Сочинчи стройкӑран таврӑнакан арҫынсем-мӗн. Эпир хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх, вӗсем Вӑрмар тата Тӑвай районӗсенчен ӗҫлеме тухса кайнӑскерсем иккен.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ вилнисемпе аманнисен списокне хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ ҫемьесемпе асӑннӑ управленин психологӗсем ӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Управленире «хӗрӳ лини» те уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 8(8352) 39-99-99.
Вилнисен тӑванӗсем ыран инкек пулнӑ ҫӗре тухса кайӗҫ, тӑванӗсене палӑртӗҫ.
Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев та вилнисен ҫемйисемпе пӗрле хурланни ҫинчен пӗлтернӗ, шар курнисене пулӑшма шантарнӑ.
Ытти хӑш-пӗр ҫул ҫанталӑк ака уйӑхӗн ҫуррисене ҫитнӗ-ҫитмен ӑшӑтса яраканччӗ. Кӑҫалхи ҫур аплах васкамарӗ. Ҫапах та ҫакӑ хресчен те йӑраланнине пӗлтермест. Чӑван Енӗн ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи лару-тӑрӑва иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртипе танлаштарса тишкерсен ҫуртрисене кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах акма ӗлкӗрни палӑрать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хальлӗхе 107 пин гектара ҫӗннӗ. Процент ҫине куҫарсан, ку вӑл 52% тенине пӗлтерет.
Кӑнтӑр енчи районсенче ҫӗр те маларах пулса ҫитнине кура ака-сухана маларах тухаҫҫӗ. Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк тӑрӑхӗсенче, акӑ, ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ — асӑннӑ енчи хресченсем палӑртнинчен 82 процент ытларах акма ӗлкӗрнӗ. Ку енпе ҫурринчен иртнӗ Элӗк, Канаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай районӗсенче те хирти ӗҫ-хӗл япӑх мар хӑвӑртлӑхпа пырать тесе палӑртать ЧР ял хуҫалӑх министерстви.
«Канаш ен пики» конкурсра ҫӗнтернӗ Ҫӗнӗ Шӗлттем хӗрӗ Алиса Чайникова иртнӗ шӑматкун республика шайӗнчи «Чӑваш пики» ӑмӑртура та хӑйне маттур кӑтартма пултарчӗ, «Чӑваш пики–2013» ята ҫӗнсе илчӗ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва Алисӑсӑр пуҫне тата 13 хӗр хутшӑнчӗ, вӗсем Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен тата Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Улатӑр, Элӗк районӗсенчен пулчӗҫ.
Ӑмӑртури ытти чыславсем ҫак хӗрсене лекрӗҫ:
• Вице-Чӑваш пики–2013 — Лилия Петрова (Етӗрне районӗ);
• Куракансен кӑмалне кайнӑ пике — Екатерина Козлова (Муркаш районӗ);
• Ҫепӗҫ пике — Елена Рыжова (Канаш хули);
• Ӑс пике — Мария Шемякина (Йӗпреҫ районӗ);
• Хӳхӗм пике — Татьяна Константинова (Тӑвай районӗ);
• «Ю-ТВ» пики — Алиса Чайникова.
Ҫитес эрнере, шӑматкун, пушӑн 23-мӗшӗнче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш пики – 2013» илем ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Хитре пикесем кӑҫал Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ, пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Йӗркелекенсем: Чӑваш наци конгресӗ, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ. Пулӑшаканӗ: Чӑваш Республикин культура тата национальноҫпе тата архив ӗҫӗсен министерстви.
Илем ӑмӑртӑвне 17–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — районсемпе хула шайӗнчи илем конкурсӗсенче мала тухнӑ хӗрсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупӑшӑвӗ 5 тапхӑртан тӑрать: «Паллаштару», «Ӑс-тӑн конкурсӗ», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ҫи-пуҫӗ». Яланхи пекех чи маттур ултӑ пикене уйӑрса илӗҫ: Чӑваш пики, Вице-чӑваш пики, Хӳхӗм пике, Ҫепӗҫ пике, Ӑс пике, Куракансем кӑмӑлланӑ пике.
Асаилтерме: «Чӑваш пики – 2012» ята пӗлтӗр Муркаш районӗн хӗрӗ Елена Порфирьева ҫӗнсе илнӗччӗ. Ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Лариса Яковлева («Вице-чӑваш пики – 2013»), Тӑвай районенчи Анжела Илларионова («Куракансем кӑмӑллана пике») хӑйсене маттур кӑтартнӑччӗ.
«Сывӑ пурнӑҫ йӗрки инкекрен сыхлать», — ҫак темӑпа паян Тӑвай районӗнчи Кушкӑ шкулӗнче пӗлӳ пухакан 11 класрисемпе класс сехечӗ иртрӗ. Ҫын пурнӑҫӗ вӑл мӗнле йӗркепе пурӑннинчен нумай килет. Эрех-сӑрапа иртӗнни, пирус туртни, наркотиксемпе туслашни мӗн патне илсе ҫитерни пирки ачасемпе тӗрлӗ калаҫусем, класс сехечӗсем, конкурссем чылай иртеҫҫӗ. Хальхинче вара СПИД ҫинчен калаҫрӗҫ Портнова А.И. класс ертӳҫипе ачасем. Ачасем ҫак ыйту пирки хӑйсен шухӑшӗсене каларӗҫ, тавлашрӗҫ те.
СПИД чирӗ питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлса пыни, хальлӗхе чиртен сывалмалли мелсем ҫукки пӗтӗм тӗнче умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Сыхӑ пулар, киревсӗр япаларан аякка пӑрӑнар. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнсан инкекӗ те айккине тарӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Вӑрмарти хоккей лаптӑкӗнче Вӑрмарпа Тӑвай районӗсен хоккей ушкӑнӗсем хушшинче тӗлпулу иртрӗ — вӗсем ҫак вӑйӑра хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслерӗҫ.
Кӳршӗллӗ районсен ушкӑнӗсен тӗлпулӑвӗ 5:5 счётпа вӗҫленчӗ. Матч хыҫҫӑнхи хушма вӑхӑтра вара мала вӑрмарсем тухрӗҫ — 2:1.
Пӗлме: нарӑсӑн 14–15-мӗшсенче Йӗпреҫре республикӑн VI хӗллехи ял спорт вӑййисем иртӗҫ. Ку тӗлпулу икӗ ушкӑншӑн та ҫак ӑмӑртӑва хатӗрленас тӗлӗшпе самай пысӑк пулӑшрӗ теме пулать.
Сӑнсем (85)
Чылай хушӑ чирленӗ хыҫҫӑн ӗнер ҫут тӗнчерен паллӑ чӑваш композитор Александр Васильев уйрӑлса кайнӑ.
Сывпуллашу ыран, раштавӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пулӗ. Сывпулашма килес текенсем 9 сехете ҫитмелле.
Васильев Александр Георгиевич 1948 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1967 ҫулта Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Малалла хайӗн пӗлӗвне Гнесинсен ячӗллӗ музыкӑпа педагогика патшалӑх институтӗнче ӳстернӗ.
Александр Васильевӑн паллӑ ӗҫӗсен шутне «Чакка» тата «Иван Яковлев» оперӑсем кӗреҫҫӗ. Кӗвӗ-ҫемӗ тӗпчевҫисем ҫавӑн пекех «Праздничная увертюра», «Токката», «Приношение Федору Павлову», «Бабье лето» симфонилле сочиненисене, «Уяв», «Алран кайми аки-сухи» кантатӑсене пысӑк хак панӑ. Паллӑ композитор юрӑсем те сахал мар кӗвӗленӗ — Петӗр Хусанкай, Петӗр Эйзин, Геннадий Юмарт, Иосиф Дмитриев-Трер сӑввисенчен юрӑсем хывнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |